Рекламный баннер 990x90px header-top
84.91
96.89
Рекламный баннер 728x90px center-top

Школьные вести

Школьные вести

МБОУ «Чиршкасинская ООШ имени Л.В. Пучкова»

ДОО «Радуга"

Автор - Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.

ХӐНАРА — АРТЁМ ОСИПОВ!



Ҫурхи лагерӗн 4-мӗш кунӗ пур енлӗн те ӑнӑҫлӑ, хавас та тухӑҫлӑ иртрӗ тесен пӗрре те йӑнӑш пулас ҫук. Шупашкар муниципалитет тӑрӑхӗн Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнче ӑс пухакансем вӗренӳре, ӗҫре яланах хастар та тӑрӑшуллӑ пулни вӗрентекенсемпе ашшӗ-амӑшне яланах савӑнтарать. Ку кӑна мар, ачасем пур енлӗн те аталанаҫҫӗ, пултарулӑхне туптама тӑрӑшаҫҫӗ. Паян шкул ачисем Мускаври 1-мӗш каналпа кӑтартакан "ЛУЧШЕ ВСЕХ!" передачӑра хутшӑннӑ Артём Осиповпа тата унӑн амӑшӗпе Елена Вячеславовнӑпа тӗл пулу ирттерчӗҫ. Чӑрӑшкасси шкулӗн вӗренекенӗсем 1-мӗш канал ҫӑлтӑрне хавас та ырӑ сӑмахсемпе кӗтсе илчӗҫ. Артем амӑшӗ Елена Вячеславовна Мускавра, Санкт-Петербургра тата ытти хулара тӗрлӗ мероприяти еплерех иртнине каласа пачӗ. Ҫамрӑк та талантлӑ купӑсҫӑ чӑваш юрри-кӗввине шӑрантарсан ачасем те, вӗрентекенсем те тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ, пӗрле юрларӗҫ. Артем купӑса юратакансем валли мастер класс та ирттерчӗ. Вӑл 2 класра вӗренекен Кирилл Алангова купӑс калас ӑсталӑхӑн малтанхи утӑмӗсемпе паллаштарчӗ, хӑй мӗн вӗреннине кӑтартрӗ.

Осиповсене те тӗл пулу питӗ килӗшрӗ, вӗсем пирӗн шкулта вӗренме хирӗҫ маррине те пӗлтерчӗҫ. Талантлӑ, тӑрӑшуллӑ вӗренекенсене эпир яланах хапӑл!

/24

102675
Рекламный баннер 728x90px center-bottom
Поделитесь новостями с жителями города
Если Вы стали свидетелем аварии, пожара, необычного погодного явления, провала дороги или прорыва теплотрассы, сообщите об этом в ленте народных новостей. Загружайте фотографии через специальную форму.
Рекламный баннер 200x200px sidebar-right
Рекламный баннер 200x200px sidebar-right
Полезные ресурсы