Школьные вести
МБОУ "Чиршкасинская ООШ имени Л.В. Пучкова"
ДОО "Радуга"
Автор - Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.
ТӐВАН ЧӖЛХЕНЕ ЮРАТСА Показать ещё
#Яковлев175ҫул #эпиртӑванчӗлхенеюрататпӑр Шупашкар муниципалитет округӗнчи Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнче пур ача та тӑван чӗлхене юратмаллине ӑнланса, ӑша хывса вӗренет. Ҫапла пулма вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗнчен те чылай килет. Ҫемье пӗлӗвӗнче пӗлӳ илекен 7 класри Егор Губанов Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнать. Вӑл чылай ҫул чӑвашла тарӑннӑн вӗренмен пулин те тӑван чӑваш чӗлхине юратать, ӑна ытларах пӗлме тӑрӑшать. Егор чӑвашсен мухтавлӑ, паллӑ Юхма Мишши ҫыравҫӑпа тӗл пулнӑ, Валери Туркай сӑввине вуласа амӑшӗн чӗлхине юратнине палӑртнӑ.
#Школьные_вести #Чиршкасинская_ООШ #Николаева_А_М1:02