«Хыпар» хаçат тĕпелĕнче — Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова. Ведомство ертӳçи иртнĕ çулхи ĕç-хĕле тишкерчĕ, малашнехи тĕллевсене палăртрĕ.
— Республикăра нумай ачаллă çемьесен шучĕ ӳссех пырать. Удостоверение Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ е харпăр хăйĕн кабинечĕ урлă илме пулать. Унсăр пуçне MAX мессенджерпа та усă курма пулать. Пĕр сăмахпа каласан, ăна илме ниçта та каймалла мар. Нумай ачаллă çемьен статусне РФ Президенчĕ Указ кăларсах çирĕплетрĕ. Социаллă пулăшу мелĕсемпе усă курасси ачасен ӳсĕмĕнчен килет. Çăмăллăхсем виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене пырса тивеççĕ: ывăл-хĕр 18 çултан аслă пулмалла мар е аслисем /23 çул тултарман пулсан/ куçăн майпа техникумра, аслă шкулта вĕренеççĕ тĕк. Республикăри культура учрежденийĕсем нумай ачаллă çемьесене театрсене, музейсене тата ытти учреждение çăмăллăх условийĕсемпе çӳреме ирĕк параççĕ, – терĕ Алена Елизарова.
Если Вы стали свидетелем аварии, пожара, необычного погодного явления, провала дороги или прорыва теплотрассы, сообщите об этом в ленте народных новостей. Загружайте фотографии через специальную форму.
Оставить сообщение: