Рекламный баннер 990x90px ban1
82.59
93.34

Люба аппапа мăнаçланатпăр

Люба аппапа мăнаçланатпăр

Шупашкар округĕнчи Шăнкасра пурăнакан Любовь Овчинникова ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеш салтаксем валли маскировка тетелне килĕнче пĕчченех çыхать. Малтан çак ĕçе вырăнти клубра пурнăçланă, пĕлтĕрхи çу уйăхĕнчен вара пӳртре станок вырнаçтарнă та ĕçлеме пуçланă. Юрать, залĕ пысăк — 6 метр тăршшĕ. Станок тенĕрен, ăна кĕрӳшĕпе пĕрле ăсталанă вĕсем.
— Пĕр сехетре туса лартрăмăр. Вăл 2 метр тăршшĕ, — хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма васкарĕ пултаруллă хĕрарăм.
— Маскировка тетелне 3х6 метрлă виçепе çыхатăп. Салтаксем палăртнă тăрăх, çак виçе пур çĕре те юрăхлă иккен. Станок 2 метрлă пулнăран материала шутарса пыратăп, майне тупрăм. Хальхи вăхăтра çуллахи тĕспе — симĕспе — усă куратăп. Çак виçепе çыхнă тетеле 4 пин «бантик» вырнаçать. Хамах касатăп ăна, çыхатăп, унтан сетка çине вырнаçтаратăп. Унта-кунта каймалли тупăнмасан тетеле 4-5 кунра вĕçлетĕп. Ирех ĕçлеме пуçлатăп та 22-23 сехетчен тăрăшатăп. Çав хушăрах выльăхсене пăхма та, апат пĕçерме те ĕлкĕретĕп. Апат хатĕрленĕ вăхăтра тĕпелте «бантик» çыхатăп. Мăшăр та пулăшать. Ачасем, мăнуксем кану кунĕсене килсен вĕсем те манпа пĕрле тăрăшаççĕ.
17198

Оставить сообщение:

Поделитесь новостями с жителями города
Если Вы стали свидетелем аварии, пожара, необычного погодного явления, провала дороги или прорыва теплотрассы, сообщите об этом в ленте народных новостей. Загружайте фотографии через специальную форму.
Полезные ресурсы