Рекламный баннер 990x90px ban1
92.71
103.47
Рекламный баннер 728x90px main1

Школьные вести

Школьные вести

ДОО "Радуга"

МБОУ "Чиршкасинская ООШ имени Л.В. Пучкова"

Автор: Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.

ЧӐВАШ НАЦИ КОНГРЕСӖПЕ ПӖРЛЕ

Тӗлӗнмелле чаплӑ уявпа пуҫларӑмӑр эпир черетлӗ чӑваш чӗлхипе литература эрнине. Чӑвашлӑха, ҫемье ӑшшине упрас тӗллевпе тата Ҫеҫпӗл Мишши 125 ҫул ҫитнӗ тӗле Чӑваш наци конгресӗ, унӑн "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитечӗ Шупашкар муниципаллӑ тӑрӑхри Тӑрӑн ялӗн клубӗнче акан 20-мӗшӗнче ҫавра сӗтел ирттерчӗ. Уявра тӗп хуларан килнӗ сумлӑ хӑнасем пулчӗҫ, вӗсен хушшинче хисеплӗ журналистсем, ҫыравҫӑсемпе поэтсем тата ытти культура ӗҫченӗсем, ҫавӑн пекех чӑвашлӑха, тӑван халӑха юратакан хастарсем. Чӑн чӑвашла илемлӗ те таса калаҫса уяв ирттерни пурин кӑмӑлне те кайрӗ. Ҫакӑ уйрӑмах ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх пулнине палӑртмалла. Ташӑллӑ-юрӑллӑ уяв программине Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 8 класри Диана Васильева тата унӑн вӗрентекенӗ, ҫак йӗркесен авторӗ, тӑван чӗлхепе сӑвӑсем вуласа савӑнтарчӗҫ. Вырӑнти йӗркелӳҫӗсем чӑвашлӑха аталалантарас ӗҫре палӑрнисене Хисеп хучӗсемпе, дипломсемпе, асӑнмалӑх парнесемпе хавхалантарчӗҫ.

/24

Оставить сообщение:

Рекламный баннер 728x90px main2
Рекламный баннер 240x200px right1
Рекламный баннер 240x200px right2
Рекламный баннер 240x200px right3