Рекламный баннер 990x90px ban1
92.71
103.47
Рекламный баннер 728x90px main1

Школьные вести

Школьные вести

ДОО "Радуга"

МБОУ "Чиршкасинская ООШ имени Л.В. Пучкова"

Автор: 5 класс ертӳҫи Николаева А.М.

ҪӖР ПЛАНЕТА ҪИНЧИ ИЛЕМШӖН

Ҫӗр планетӑмӑр таса та илемлӗ, тирпейлӗ те хӑтлӑ пултӑр тесен мӗн тумалла-ха? Ҫак ыйту ҫине хурав шырарӗҫ Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 5 класра вӗренекенсем. Вӗсем сайта тишкерчӗҫ, тӗрлӗ усӑллӑ хыпарсем вуласа пӗлчӗҫ.

Хамӑр енчен эпир пиллӗкмӗшсемпе малашне ытларах хутран тунӑ пакетсемпе усӑ курас терӗмӗр. Вӗри мар чей-таврашне хут савӑтран, йываҫран тунӑ кашӑксемпе пӑтратса ӗҫме килӗшсе татӑлтӑмӑр. Тавралӑх чечексемпе ешертӗр тесе ытларах акса-лартмаллине, вӗсене пӑхсах, шӑварсах тӑмаллине, вӑрманта, улӑхра пустуйран чечек татмалла маррине аса илтӗмӗр.

Пӗтӗм тӗнчери Ҫӗр кунӗ (акан 22-мӗшӗ) пур халӑхшӑн та пӗлтерӗшлӗ уяв пулнине шута илсе таврӑлаха упрассине, вӑл таса пултӑр тесе ҫӳп-ҫапран тирпейлесех тӑрассине эпир пурте шанатпӑр.

/24

Оставить сообщение:

Рекламный баннер 728x90px main2
Рекламный баннер 240x200px right1
Рекламный баннер 240x200px right2
Рекламный баннер 240x200px right3